Чӑваш Енри тата республика тулашӗнчи шкулсенче вӗренекенсем валли «Упрар тӑван чӗлхемӗре» оратор ӑсталӑхӗн конкурсне иртет. Унта 5-6-мӗш класӗсенче чӑваш чӗлхи вӗренекен ачасем хутшӑнаҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнмалли темӑсем:
«Тавах сана, вӗрентекенӗм», «Ачалӑх – телейлӗ тӗнче», «Тӑван енӗм паттӑр ҫынсемпе пуян». Видеокалаҫу 2–4 минут тӑсӑлмалла, ӑна чӑвашла ҫырса илмелле.
Материалсене республикӑн Вӗренӳ институтӗнче йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Вӗренӱ институчӗ «Ҫӗнӗ ҫул саламӗ» акци ирттерет. Вӑл ҫак уйӑхӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пырӗ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие чӑвашла калаҫакан кирек кам та хутшӑнма пултарать. Ҫӗнӗ ҫул, Сурхури, хӗл ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ҫине ӳкерсе илсе е открытка хатӗрлесе #ҫӗнӗҫулсаламӗ хештегпа «Контактра» е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла ҫеҫ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Олег Николаев паян республикӑри темиҫе ҫынна патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ректорне, филологи наукисен докторне, доцента, Юрий Исаева, хавхалантарнӑ.
Юрий Исаев 1969 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. 2010 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен тытӑнса 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗн директорӗнче тӑрӑшнӑ, 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен респубикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ пулнӑ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ Rutube-каналта «Пӗрле ларса калаҫар-ха» рубрика уҫассине пӗлтернӗ. Ӑна чӑваш чӗлхипе литератури кафедри тата Ашмарин центрӗ йӗркелесе пынипе Шупашкар хулин хавшак сывлӑхлӑ ачасене пӗлӳ паракан 2-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ираида Матьянова ертсе пырӗ.
Вӗренӳ институтӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Ираида Матьянова — тӑван чӗлхе, ҫав шутрах вырӑс чӗлхи те, вӗрентекенсен Раҫҫей шайӗпе иртекен ӑсталӑх урокӗсен конкурсӗн «Ӑста вӗрентекен» номинаци ҫӗнтерӳҫи, «Чӑваш Енри патшалӑх организацийӗсенчи чи ӑста вӗрентекен» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи, Вырӑс патшалӑх чӗлхи тата Раҫҫей Федерацийӗ халӑхӗсен тӑван чӗлхисене вӗрентекенсен меслетлӗх ӗҫӗсен конкурсӗн лауреачӗ.
«Пӗрле ларса калаҫар-ха» рубрикӑра тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Ҫав шутра — чӗлхепе ҫыхӑннисене те. Тӗслӗхрен, пирӗн ачамӑрсем кӑна мар, мӑнуксем те чӑвашла калаҫчӑр тесен мӗн тумалла?
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗ «Оживляем книжные страницы» (чӑв. Кӗнеке страницисене ҫӗнететпӗр) ятпа чӑвашла видеороликсемпе анимаци фильмӗсен конкурсне ирттерет.
Унӑн тӗллевне чӑваш чӗлхине вӗрентессин тухӑҫлӑхне ӳстерессипе сӑлтавланӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 14 ҫултан иртнӗ кирек епле ача та хутшӑнайӗ.
Конкурс материалӗсен чӑвашла пулмалла. Вӗсене юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗччен https://forms.yandex.ru/u/62f2180940d4c2d6a2f40809/ каҫӑпа йышӑнӗҫ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ фотоӗҫсен «Чӑваш тӗнчи» конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Аса илтерер: конкурс материалӗсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑннӑ.
«Ӑста ҫӗршывӗ» номинацире Пӑрачкаври «Юмах» ача пахчин воспитателӗ Ольга Нагаева, Шупашкрати 59-мӗш вӑтам шкулти Галина Абрамова вӗрентекен, Йӗпреҫри 1-мӗш вӑтам шкулта 2-мӗш класра вӗренекен Мария Иванова, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Поляночка» ача пахчин воспитателӗ Наталья Мартьянова ҫӗнтернӗ.
Ытти номинацире те темиҫешер ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Раҫҫейре пӗтӗм шкул «Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» анлӑ проектпа ӗҫлеме пуҫларӗ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ эрни класс сехечӗпе пуҫланать, унта вара ачасене кӑсӑклантаракан ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ. Тӗп темӑсем шутӗнче — патриотизм, гражданлӑх, истори тӗрӗслӗхӗ, кӑмӑл-сипет, экологи тата ыт.те.
Ҫак мероприятисене чӑвашла ирттерме Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ заняти сценарийӗсене куҫарса хатӗрлессине хыпарланӑ.
1-2 классенче ирттермелли «Вӗҫме ӗмӗтленетӗп» класс сехечӗн сценарийӗ хатӗр те ӗнтӗ. Ҫав сценарире вӗренекенсене К.Э. Циолковский ӑславҫӑн тата ученӑйӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе, Совет тата Раҫҫей ученӑйӗсемпе ӑсчахӗсен тата космонавчӗсен паллаштарас тӗллев лартнӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗ «Тӑван чӗлхе – пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ» методика материалӗсен регионсем хушшинчи IV конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 55 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем — шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче ӗҫлекен педагогика ӗҫченӗсем.
Конкурса ҫак номинацисемпе ирттернӗ: «Пӗлӳ – ӑс-хакӑл мулӗ» (шкул ҫулне ҫитмен ачасен ӑс-тӑнне аталантарасси); «Янра, чӑваш чӗлхи, янра» (шкул ҫулне ҫитмен ачасен пуплевне аталантарасси); «Ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ, ҫӗр пин сӑмах тӗнчи» (шкул ҫулне ҫитмен ачасене илемлӗхпе эстетика тӗлӗшӗнчен аталантарасси); «Ҫирӗп вӑй-хал – ҫирӗп сывлӑх» (шкул ҫулне ҫитмен ачасене вӑй-хал тӗлӗшӗнчен аталантарасси).
«Пӗлӳ – ӑс-хакӑл мулӗ» номинацире Вӑрнарти 5-мӗш ача пахчинчи Светлана Александрова тата Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалти ача пахчинче ӗҫлекен Тамара Афанасьевӑпа Лидия Тарасова ҫӗнтернӗ; «Янра, чӑваш чӗлхи, янра» номинацире — Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырма ача пахчинчи Надежда Андреева тата Шупашкарти 133-мӗш ача пахчинчи Наталия Андреевӑпа Инна Андреева; «Ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ, ҫӗр пин сӑмах тӗнчи» номинацире — Тӑвайӗнчи 1-мӗш тата 2-мӗш ача пахчисенче ӗҫлекен Тамара Павловӑпа Оксана Степанова тата Шупашкарти 47-мӗш ача пахчинчи Светлана Яковлева; «Ҫирӗп вӑй-хал – ҫирӗп сывлӑх» номинацире — Шупашкарти 162-мӗш ача пахчинчи Елена Старова.
Чӑваш Ен Вӗренӳ институчӗ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2022» акцин пӗрремӗш пӗтӗмлетӗвне тунине хыпарланӑ.
«Института ҫитнӗ хыпарсене шута илни тӑрӑх хальлӗхе акцие 6538 ҫын хутшӑнни паллӑ. Вӗсенчен «5» паллӑ 2541 ҫын (39 %), «4» – 2303 ҫын (35 %), «3» – 1555 ҫын (24%), «2» – 139 ҫыракан илнӗ», — пӗлтернӗ институтӑн сайтӗнче.
«Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ентешӗсене халалласа» «Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп» акци иртӗ. Республикӑн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, акци ака уйӑхӗн 15-25-мӗшӗсенче пулӗ.
«Акцие чӑвашла калаҫакан кирек кам та хутшӑнма пултарать: чӑваш чӗлхи е Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ентешӗсем ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ҫине ӳкерсе илмелле те #эпӗчӑвашлакалаҫатӑп хештегпа «Контактра» хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи», «Чӑваш наци конгресӗ» ушкӑнсене е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла», — ӑнлантарнӑ ЧР Вӗренӳ институтӗнче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |